Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Элӗк районӗнче ирттерӗҫ. Уяв ҫывхарса пырать. Элӗксем вара ӑна паллӑ тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Элӗк сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Унта кашни кун тенӗ пекех хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тавралӑха тасатаҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ.
Ку енӗпе районти организацисен ӗҫ коллективӗсем маттур. Шӑматкунлӑх ирттернӗ май ҫынсем урамсене тирпейлеҫҫӗ, парксене, ҫуртсен ҫывӑхне тасатаҫҫӗ, ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене хитрелетеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть этнопарк-музей ҫывӑхӗнче «Аликово 1694» тесе ҫырнӑ. Шел те, чӑвашла ҫырман ӑна. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ тӑк вӑл тата илемлӗрех курӑнӗччӗ.
Хӑш-пӗр ялта юлашки вӑхӑтра ӗне-выльӑх кӑна мар, хур-кӑвакал тытакан та сахалланчӗ. «Кил картине варалаҫҫӗ, ҫӑмартине лавккаран та туянма пулать», — тесе хамӑн кӳршӗмсем те темиҫе ҫул каяллах ӗнтӗ чӑх-чӗп усрама пӑрахрӗҫ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшешре унчченхиллех «пӗве хур-кӑвакалпа тулать, яра куна килти кайӑк-кӗшӗк сасси йӗри-тавралла саланать». Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хур-кӑвакал йышлӑ усранине асӑннӑ районти хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. «Пӗрисем ҫуркунне ҫитсенех сутӑн илсе ӳстереҫҫӗ пулсан, теприсем ҫулталӑкӗпех тытаҫҫӗ», — асӑрханӑ район хаҫачӗн ӗҫченӗсем.
Шӗмшешри Владимир Трофимов хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫулах хур усраҫҫӗ иккен, чӗпписене те килте кӑлараҫҫӗ. Сурӑмпуҫ шӗмшешсем вара инди кӑвакалӗсене кӑмӑллаҫҫӗ. Геннадий Афанасьевӑн, Сергей Кирилловӑн, Анатолий Афанасьевӑн, Лазер Тихоновӑн, Валентина Орендееван, Иван Павловӑн хуҫалӑхӗсенче те чӗп кӑлараҫҫӗ.
Кашни ялӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки, кун-ҫулӗ. Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑванта Хураҫтӳ уявӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ.
Ял ҫыннисене вырӑнти тӳре-шара кӑна мар, районтисем те саламлама пынӑ. Тӳре-шара кӑна-и, депутачӗсем те: районтисемпе республика шайӗнчисем - персе ҫитнӗ. Ял халӑхне вӗсем уяв ирттернӗшӗн мухтаса та ырласа хавхалантарнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Павлов, ав, ӑшӑ сӑмахпа кӗҫӗн тӑвансене кӑна мар, районта пурӑнакансене пурне те савӑнтарнӑ. Вӗсене депутат ӗҫчен халӑх тесе те хакланӑ, лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлаҫҫӗ те ырланӑ.
Районти пуҫлӑхсем ялти хастарсем валли Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем те хатӗрлесе хунӑ, уявра ҫавсемпе чысланӑ.
Чӑваш Енре Республика кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртӗ.
Элӗк районӗ валли уява ирттермешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку ҫитмест ахӑртнех — район администрацийӗн сайтӗнче спонсорсенчен, ырӑ чунлӑ ҫынсенчен пулӑшу кӗтни пирки пӗлтернӗ.
«Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, ырӑ ӗҫ туса ывӑнма ҫук. Йӗркелӳ комитечӗн Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хатӗрленнӗ ҫӗре хутшӑнма чӗнет».
Паллах, пулӑшу ыйтма чаракан саккун ҫук. Ҫавӑнпа элӗксем халӑх пулӑшӑвне кӗтеҫҫӗ.
Тыр-пул, пахча ҫимӗҫ лартас вырӑнне ҫумкурӑк ашкӑрать. Республикӑра кунашкал 100 пин гектар ҫӗр выртать. Ытларахӑшӗ — Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Улатӑр, Канаш, Элӗк районӗсенче.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Плешков каланӑ тӑрӑх, техника сахал, халӑх кар тӑрса ӗҫлесшӗн мар. Районта пушӑ выртакан ҫӗрсемпе ҫӗр надзорӗ кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енӗн ҫӗр фондӗнче 2 миллиона яхӑн гектар. Ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли. Тӳре-шара ӑна урӑх категорие куҫарасшӑн. Анчах ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗрсем ҫинче юлашки вӑхӑтра коттеджсем ӳссе ларнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Раҫҫей Президенчӗ кунашкал ҫынсенчен ӑна туртса илсе ҫӗрпе ӗҫлеме юратакансене пама сӗннӗ.
Патшалӑх вӗсене пулӑшма хатӗр. Анчах ҫӗр амнистийӗпе 9 лаптӑк хуҫи ҫеҫ усӑ курнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн специалисчӗсем тата Наци радиовӗ пултарулӑх коллективӗсем юрланине ҫыртарнӑ. Унта «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» фолькор ушкӑнӗсен регионсен хушшинчи радиоконкурсне хутшӑнакансем килнӗ.
Культура ҫуртне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ансамблӗ, Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ тата Кӗҫӗн Тӑван тӑрӑхӗсенчи «Тӑванлӑх» тата «Мӑн Вылӑ» ушкӑнсем пынӑ.
Коллективсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи 2 юрра шӑрантарнӑ. Вӗсем ушкӑн епле йӗркеленни пирки каласа кӑтартнӑ, репертуарти юрӑсене асӑннӑ.
Ҫак ушкӑнсен юррисем Наци радиовӗнче ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑрӗҫ. Кайран вӗсене тӳрӗ эфирта сӳтсе явӗҫ.
Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пушар тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку инкек пирки ҫӗнӗ хыпарсем пур.
Пушарта вилнӗ хӗрарӑм, тӑватӑ ача амӑшӗ, пиллӗкмӗшне кӗтнӗ. Унӑн икӗ аппӑшӗ пур, анчах вӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫемьене пытарас ӗҫе хутшӑнман. Пӗри унччен аллине хуҫнӑ-мӗн. Тепри вилесене Шупашкара илсе килнӗшӗн расхутланӑ укҫа-тенке саплаштарнӑ.
Ҫемьене Элӗк районӗнче пытарасшӑн пулнӑ. Анчах хӗрарӑмӑн прописки Шупашкарта пулнӑран документсем тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ.
Вӗсене Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Расхутсене Мускав районӗн администрацийӗ саплаштарнӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лару-тӑрӑва следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.
Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук. Пушарнӑйсем киличчен ял халӑхӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑйлӑ алхасакан пушара пӗр витре шыв сапни тинӗсе тумлам ӳкнипе танах.
Эпир лайӑххи пирки ҫеҫ пуплеме юрататпӑр ҫав. Юлашки вӑхӑтра тӗре-шара ялсене таса шывпа тивӗҫтересси пирки нумай калаҫрӗ. Ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программи те ӗҫлерӗ. Анчах Трак тӑрӑхӗнче пӗр ял пур. Унта таса шыв ҫук. Тӗрӗссипе, ялӗнче ҫынни те юлман. Ҫамрӑксем хулана туртӑнаҫҫӗ, ваттисем вилсе пыраҫҫӗ… Хуларан автобуспа килес тӗк — нумай утмалла, 5 ҫухрӑм.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта виҫӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗн, педагогика ӗҫӗн ветеранӗн Севастиан Архиповӑн асӑну хӑмине уҫнӑ.
Митинга хутшӑннисем хушшинче поэтсем ҫыравҫӑсем, искусство ӗҫченӗсем, тӳре-шара, Севастиан Михайловичӑн тӑван-пӗтенӗ, ял ҫыннисем, ачалӑхри юлташӗ тата ыттисем пулнӑ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов хисеплӗ педагога ырласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Севастиан Архипов, чӑн та, кӑна тивӗҫ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӑл 1921 ҫулта Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. 1962–1981 ҫулсенче Севастиан Михайлович Юманайри вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Пушарта 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ — 3 аслин тата 4 ачан. Чи кӗҫӗнни 2015 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Ыттисем — 2007, 2008 тата 2009 ҫултисем.
Раҫҫей ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушар пирки вӗсене кӳршисем 00:59 вӑхӑтра пӗлтернӗ. Вӑл саманталла инкек тӳсннисен ҫурчӗ уҫӑ ҫулӑмпах ҫуннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫывӑхри 25-мӗш пушар пайӗнчи икӗ автоцистерна тата Юнтапа ял тӑрӑхӗнчи ирӗклӗ йӗркепе ӗҫлекен пушар ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пушар кӑмакан мӑрйипе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлейнӗ тӑрӑх ҫемье ку пӳрте дача пек кӑна усӑ курнӑ. Йывӑҫ пӳрт икӗ ҫул ытла пушӑ тӑнӑ. Выранти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫисем яла инкек умӗн пӗр кун маларах ҫеҫ ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |